Тỹсĕм 14.09.2021
ПрограммыÇĕршывăн инçетри тата çитме йывăр районсемпе регионсенче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланнă. Унăн тĕп тапхăрĕ октябрĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 14-мĕшĕччен пырать. Пĕлтĕр ирттерме палăртнă çак пысăк ĕçе чир-чĕр сарăлнине пула кăçала куçарнă. Хамăрăн республикăра ăна мĕнле хатĕрленнине ыйтса пĕлес терĕмĕр.