ТАВАХ САНА, ТЕАТР! 11.12.2019

Ку хутĕнче сире Чăваш республикин тава тивĕçлĕ артисчĕпе Виталий Сергеевпа паллаштарма васкатăп. 20 çул ытла вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче ĕçлет, çав хушăра 70е яхăн сăнар калăпланă.