Спорт площадки 13.10.2016

Октябрĕн 6-7-мĕшĕсенче Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн «Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр» нормативĕсен республика фестивалĕ иртрĕ. ГТО нормисене 7 аслă вĕренỹ заведенийĕсен студенчĕсем пачĕç. Пĕрремĕш вырăна Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекенсем çĕнсе илчĕç. Лилия Павлова тата Атнер Федоров вĕсем хушшинче.