Спорт площадки 01.12.2016

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери сусăрсен кунĕ. Спортра та сусăр çынсем хăйсен кăтăртăвĕсемпе савăнтараççĕ. Паянхи кăларăм хăни - Инвалидсен «Феникс» физкультурăпа спорт клубĕн ертỹçи Юрий Степанов нумай пулмасть, вăл тата унăн юлташ-спортсменĕ Павел Попов Нидерланды çĕршывран хускану аппарачĕ япăх ĕçлекенсем хушшинче бадминтон выляссипе Европа чемпиоантĕнчен таврăнчĕç. Пăхăр медальсемпе.