Вăхăт çитрĕ. Прямой эфир. 25.12.2024
Программы
21-мĕш ĕмĕрте чăваш халăх сăмахлăхлăхĕ мĕнле аталанать? Ыталанать-и? Ăна тĕпчес, пуçтарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем пулса иртеççĕ? Технологи аталаннă вăхатра мĕн тума кирлĕ пире фольклор? Çакă тата ытти ыйтусем тавралла калаçăпăр паян «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра. Пирĕн тата сирĕн ыйтусене Галина Ильина филолог, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн фольклористикăпа филологи секцийĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçченĕ хуравлать. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче пиренпе çыхăнмалли телефон номерĕ 56-19-73. 13 сехет те 20 минутра итлĕр.