Шупашкар калаçать 18.05.2016

20 çул вăл Чăваш радиора сасă режиссерĕнче ĕçленĕ. Çав хушăра чăваш композиторĕсене, районсенчи художество пултарулăх коллективĕсене сахал мар çырса илнĕ, кунсерен эфира тухнă передачăсене хутшăннă, вĕсене юрă-кĕвĕпе илемлетнĕ. Агния Михайловна Мадянова (хĕр чухнехи хушамачĕ Крылова) сасă режиссерĕпе паллаштарас тетпĕр ку кăларăмра.