Вăхăт çитрĕ 12.02.2025
ПрограммыЧăваш енри ял-хуласенче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакансене хăйсем пултарнă таран пулăшас тесе тăрăшаççĕ. Укçа-тенкĕ те, апат-çимĕç те, тумтир те пухаççĕ, пуçтарăнса маскировка тетелĕсем çыхаççĕ, çуртасем тăваççĕ тата ытти те. Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшас тĕлĕшпе Вăрнар тарăхĕнчи Пуканкасси ялĕн çыннисем те хастарлăх кăтартаççĕ. Çак ыйтусем тавралла калаçăпăр та «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра пирĕн ĕçтешпе, Пуканкасси ялĕн старостипе Альбина Фоминапа тата асăннă ялти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçипе Любовь Анисимовапа. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче яланхиллех 56-19-73 номерпе шăнкăравласа пирĕнпе çыхăнма, хăнасене ыйту пама е хăвăр туса ирттерекен ĕçсем çинчен каласа пама пултаратăр. Кăларăм 13 сехет те 18 минутра пуçланать.