Вăхăт çитрĕ 07.08.2024

Августăн 21-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи çуралнăранпа 90 çул çитет. Унăн хисеплĕ ятсем нумай пулнă. Чăннипе вара мĕнле çын пулнă вал? Айхине лайăх пĕлнĕ çынсенчен пĕринпе – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕпе, Чăваш тĕррин музейĕн ертÿçипе Надежда Сельверстровапа калаçăпăр.