Самое время. Прямой эфир 22.11.2023

Республика Пуçлăхĕ 2020-мĕш çулта кăларнă Хушăвĕпе килĕшÿллĕн çулсерен ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунне паллă тăватпăр. Çак кун чăвашсен паллă тĕрĕ ăсти Екатерина Ефремова çуралнă. Паянхи кун чăваш тĕрри мĕнле аталанса пырать, кулленхи пурнăçра кирлĕ-и вăл пире? Унăн вăрттăнлăхĕсене çитес ăрусемшен те упраса хăварас тесен мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйтусем тавра калаçăпăр Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, педагогика ăслалăхĕсен кандидачĕпе, республикăри культура институтĕнчи халăх ÿнер пултарулăхĕн кафедра ертÿçипе Раиса Васильевапа «Вахăт çитрĕ» кăларăмра. 13 сехет те 18 минутра пуçланать. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче эсир те калаçăва хутшăнма пултаратăр, 56-19-73 номерпе шăнкăравлăр.