Самое время. Прямой эфир 20.07.2022
Программы Чăваш патшалăх вĕренÿ институчĕ икĕ чĕлхепе кăларса тăракан «Халăх шкулĕ» журнал тухма пуçлани кăçал 30 çул çитрĕ. Журналăн историйĕ, республикăри вĕренÿ системинчи вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ тата ытти ыйтусене те хускатăпăр 13 сехет те 18 минутра эфира тухакан «Вăхăт çитрĕ» кăлрăмра. Студи хăнисем – Олег Кульев редакторпа Римма Игнатьева журнала пичете хатĕрлекен редактор – тÿрĕ эфир вăхăтĕнче сирĕн ыйтусене те хуравлĕç. 56-19-73 номерпе шанкăравлăр.