САМОЕ ВРЕМЯ. ПРЯМОЙ ЭФИР 20.01.2021

«Вăхăт çитрĕ» кăларăма Раççей тата Чăваш пичетĕн кунĕсене халалларăмăр. Студире хăнара - кăçал Çемен Элкер премине тивĕçнĕ Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн корреспонденчĕ Владислав Николаев тата Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн пресс-службăпа информаци пайĕн пуçлăхĕ, Чăваш тата вырăс филологи тата журналистика факультечĕн кафедра ертỹçи Анатолий Данилов пулаççĕ. Тỹрĕ эфирти уçă калаçăва хутшăнмалли телефон номерĕ - 56-19-73. 13 сехет те 18 минутра итлĕр.