Самое время. Прямой эфир 13.07.2022
Программы Шăрăх кунсем çитнĕ май çынсем ытларах шыв хĕррине туртăнаççĕ. Шел пулин те, канма кайнă чухне час-часах хăрушсăлăх йĕрки çинчен манса каяççĕ. Уйрăмах, ачасемшĕн яваплă пулмалла. Шыв çинче хамăра мĕнле тытмалли çинчен Раççĕйĕн чрезвычайлă лару-тару министерствин Чăваш енри тĕп управленийĕн шыв объекчĕсенче çынсен хăрушсăрлăхĕпе тимлекен пай пуçлăхĕ Герман Майков каласа парать. Хисеплĕ радиоитлекенсем, эсир те пирĕн калаçăва хутшăнама, ыйту, сĕнÿ-канаш пама пултаратăр. Пирĕн телефон номерĕ 56-19-73.