Самое время 15.11.2017

«Вăхăт çитрĕ» кăларма ку хутĕнче куç курманнисен Пĕтĕм тĕнчери кунне халаллатпăр. Студи хăни - Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин республикăри организацийĕн председателĕ Юрий Сергеев. Чăваш Енре сусăрсене пурăнма, тухса çỹреме, спортпа культура мероприятисене хутшăнма условисем пур-и, патшалăх çителĕклĕ пулăшу парать-и; Çакă тата ытти ыйтусене тỹрĕ эфирта сỹтсе явăпăр. Пирĕн студири телефон номерĕ 56-19-73. «Вăхăт çитрĕ» радиокăларăм паян 12 сехет те 17 минутра пуçланать.