ĂРАСКАЛ 31.07.2020

«Ăраскал» кăларăмра мал ĕмĕтлĕ чăваш каччипе, çамрăк «çăлтăрпа», пултаруллă юрăçпа - Кирилл Рыбаковпа паллаштарăпăр. Тата «Ăраскал» итлекенсене - парне, хăйнеевĕрлĕ эксклюзив! Халиччен илтмен, ниçта та вуламан, эсир лайăх пĕлекен Чăваш халăх поэчĕн Валери Туркайăн вĕр çĕнĕ сăввисене чăн малтан пирĕн кăларăмра итлеме пулĕ. «Ăраскал» 18 сехет те 24 минутра пуçланать.