ĂРАСКАЛ 28.02.2020

Хĕрлĕ Чутай районĕнче «Ман хыççăн ут» çамрăксен форумĕ иртнĕ. Унта районти шкулсенче аслă классенче вĕренекенсем, ĕçлекен çамрăксем пуçтарăннă. Вĕсемпе Хĕрлĕ Чутай районĕнчен тухнă, пурнăçра вырăн тупнă, ĕçре çитĕнỹсем тунă специалистсем тĕл пулнă. Хăйсен тĕслĕхĕпе хĕрсемпе каччăсене професси суйлама, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшакан сĕнỹ-канаш панă.