Ăраскал 19.08.2016

Паян пĕтĕм тĕнчипе фотографи кунне паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун 1839-мĕш çулта Луи Дагер француз тĕнчере пĕрремĕш сăн ỹкернĕ. Вăл хальхи фотографи пек пулман. Ăна вăл пăхăр пластина çине кĕмĕл кристалсемпе ỹкернĕ. Каярахпа çак меслет аталанса пынă. Майĕпен сăнсене негатив çине ỹкерсе ятарлă хут çинче кăларма пуçланă. 1861-мĕш çулта пĕрремĕш тĕрлĕ тĕслĕ фотографи кăларма пултарнă. Вăл хĕрлĕ, симĕс тата кăвак тĕсрен анчах тăнă. Хальхи вăхăтра вара пурте цифра мелĕпе ỹкерме кăмăллаççĕ. Пĕрисем хăйсем валли, теприсем ятарласа çынсем валли ỹкереççĕ. Кăна вара кашни пултараймасть. Паянхи кăларăмра эпир Семен Элкерĕн премийĕн лауреачĕпе, Шупашкарти Электромеханника колледжĕн преподавателĕпе Анатолий Абрамовпа тĕл пулăпăр. Вăл пире çамрăк фотографсене мĕнле хатĕрлени тата вĕсен ăсталăхне епле ỹстерни çинчен каласа парĕ.


Ăраскал 26.04.2024
Ăраскал 19.04.2024
Ăраскал 29.03.2024
Ăраскал 15.03.2024
Ăраскал 16.02.2024
Ăраскал 02.02.2024