Çỹпçипе хупăлчи 24.05.2017

Комсомольски районĕнчи Комсомольски ялĕнче пурăнакан Мамуткинсен çемьипе паллаштаратпăр. Виталий Борисовичпа Вера Федоровна ялта та, районта та хисеплĕ çемье. Кăçал вĕсем пĕрлешни 55çул çитрĕ. Çак çула çитсе пĕр-пĕрне кỹрентерсе курман, яланах пур ĕçе те пĕрле тума хăнăхнă вĕсем. Мамуткинсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр ỹстернĕ. Пурĕ 5 мăнук тата 2 мăн мăнук вĕсен.