Паттăрсен çулĕпе 30.04.2018
ПрограммыАфганистан вăрçи пиртен аяккарах та аяккарах кайса пырать пулин те, çав хăрушă вăрçăра пуçĕсене хунă ним айăпсăр паттăр салтаксене манмалла мар. Патăрьел районĕнчен Афганистан вăрçинчен 7 салтак каялла киле таврăнайман. Вăрçăра паттăрла пуç хунисем хушшинче Турхан ялĕнче çуралса ỹснĕ Владимир Перлов та пур. Паянхи «Паттăрсен çулĕпе» кăларăма ăна халаллатпăр.