Паттăрсен çулĕпе 20.08.2018

Вăрнар районĕнчи Калининăри вăтам шкулта кадет юхăмне 2007-мĕш çулта пуçарса янă. Унсăр пуçне кашни классра тĕрлĕ юхăм пур. Шкулта юнгăсен, пограничниксен, спецназовецсен, çамрăк космонавтсен, кадетсен юхăмĕсем хастар та пултаруллă ĕçлеççĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе 6 сехет те 28 минутра эфира тухакан «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра Оксана Верликова корреспондент паллаштарĕ.