Паттăрсен çулĕпе 19.08.2023

Паян сăмах Чăваш наци музейĕнче ăслăлăх ĕçченĕ пулса ĕçлекен Татьяна Павлова çинчен пырĕ. Вăл шырав ĕçне чунтан парăннă çын, пĕр шухăшлисемпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă паттăрсен ячĕсене палăртассишĕн, вĕсене вăрçăран тавăрассишĕн тăрăшать.