Паттăрсен çулĕпе 18.09.2017

Анатолий Шорников 1980-мĕш çулсенче СССР-па Китай чиккине хуралланă. Хальхи вăхăтра вара Чăваш Енри пограничниксен обществăлла организацине ертсе пырать. «Пограничниксен тăванлăхĕ» организаци çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парас, çар ретне тăма хатĕрлес, чикĕ сыхлакансен ят-сумне ỹстерес тĕлĕшпе курăмлă ĕçлет. Вĕсем пирки тĕплĕнрех 6 сехет те 27 минутра тухакан «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра итлĕр.