Паттăрсен çулĕпе 16.10.2017

Пирĕн Республикăра çар пурнăçне, çар профессине хăнăхтарас, ачасенче патриотизм туйăмне аталантарас, вăйлатас тĕллевпе Шупашкарта Совет союзĕн геройĕ Александр Кочетов ячĕпе хисепленсе тăракан Атăлçи федераци округĕнчи кадет корпусĕ ĕçлет. Мĕнпе уйрăлса тăрать вăл ытти вĕренỹ учрежденийĕсенчен; Мĕн çине, мĕнлерех предметсем çине пусăм ытларах тăваççĕ; Çак тата ытти ыйтусен хуравне тупас тесен тунтикунсерен 6 сехет те 27 минутра эфира тухакан «Паттăрсен çулĕпе» кăларăма итлĕр.