Паттăрсен çулĕпе 12.01.2018
Программы«Паттăрсен çулĕпе» кăларăм хăни Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь ялĕнчи вăтам шкулта 9-мĕш классра вĕренекен Кирилл Блинов. Вăл хăйĕн пурнăçĕнче чăнласах та паттăр ĕç тума пултарнă. Пĕлтĕрхи çулла ял çывăхĕнчи пĕвере путакан хĕр ачан пурнăçне çăлса хăварнă. Кирилл Блиновпа çывăхрах эсир 6 сехет те 27 минутра паллашма пултаратăр.