Паттăрсен çулĕпе 11.12.2017

Президент полкне пур çамрăк та лекейменни паллă. Вăл элитлă çар частчĕ шутланать. Унта каякансене питĕ тĕплĕ тĕрĕслеççĕ. 11 çул хушшинче Президент полкĕнче Чăваш Республикинчен 155 çамрăк çар службине ирттернĕ. Патăрьелпе Шăмăршă тăрăхĕнчен вара çак чыса 4 каччă тивĕçнĕ. Вăл шутра Шăмăршă районĕнчи Энтриел ялĕнче çуралса ỹснĕ Григорий Любимов та. Тунтикун 6 сехет те 27 минутра эфира тухакан «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра Григорий Любимов хăйĕн çар служби мĕнле иртнипе паллаштарĕ.