Паттăрсен çулĕпе 05.01.2018

Иван Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх Педагогика университетĕнче «Астăвăм» шырав отрячĕн ушкăнĕ ĕçлет. Ăна истори факультечĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Çак отряд йышĕнче университетра ăс пухакан студентсем. «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра шырав отрячĕн ушкăнĕнче тăракан Максим Петровпа Владимир Иванов шыравра мĕнле ĕçсем туса ирттернипе паллаштарĕç.