Паттăрсен çулĕпе 04.09.2017

Нумаях пулмасть Раççей шайĕнчи «Созвездие мужества» фестивалĕн Республикăри тапхăрĕ иртнĕ. Унта тĕрлĕ номинацире тупăшнă. «Чи лайăх караул начальникĕ» конкурсра вара, виççĕмĕш çул Шупашкарти пысăк пушарсене хирĕç кĕрешекен ятарлă пушар чаçĕн караул начальникне, Евгений Долгов аслă лейтенанта çитекеннни пулман. Унăн ĕçĕ хĕлĕ, пурнăçĕ пирки тĕплĕнрех 6 сехет 27 минутра тухакан «Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра пĕлме пулать.