Паттӑрсен ҫӳлӗпе 22.05.2017

«Паттăрсен çулĕпе» кăларăмра Шуршăл ялĕнчи Андриян Николаев ячĕллĕ вăтам шкулта йĕркеленĕ çамрăк космонавтсен «Восток» отрячĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашăпăр. Миçе çул ĕçлет ку отряд; Мĕнле ĕçсем туса ирттереççĕ; Çитĕнỹсем мĕнлерех; Ку ыйтусене хурав тупма пире Шуршăлти вăтам шкулĕн директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, отряд ертỹçи Нина Львова тата унта çỹрекен ачасем пулăшрĕç.