УÇĂ КАЛАÇУ 16.05.2024

Чăваш радио хумĕсем çинче куç чирĕсем, вĕсене сиплемелли çĕнĕ меслетсем çинчен сăмах пуçарăпăр. Республикăри офтальмологи клиника больницин тĕп тухтăрĕпе, ЧР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп офтальмологĕпе Ирина Васильевапа тĕл пулăпăр. Республикăра мĕнле куç чирĕсем ытларах аталанни, хăшĕсем çамрăкланса пыни, тухтăрсем пациентсене сиплеме мĕн тĕрлĕ диагностика хатĕрĕсем усă курни, куç çивĕчлĕхне упраса хăварас тесен мĕн тумалли пирки калаçăпăр.