Çĕнĕ кĕнеке (Писательсем - фронтра) 12.02.2025
ПрограммыТăван çĕршывăн Аслă вăрçинче совет халăхĕ нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа кăçал 80 çул çитнине халалласа Чăваш кĕнеке издательствинче «Чăваш çыравçисем – фронтра» ятлă çĕнĕ кĕнеке кун çути курчĕ. Хайлавсен пуххин 1-мĕш томне вăрçа хутшăннă, çапăçу хирĕнче пуç хунă чăваш çыравçисен, пирĕн республикăра çуралса ÿснĕ вырăсла çыракан писательсен вăрçă темипе çыхăннă хайлавĕсем – поэзипе проза кĕнĕ.