Çĕнĕ кĕнеке 21.02.2022

Паянхи чăваш илемлĕ литератури мĕнле аталаннине, паянхи писательсем мĕн тата мĕнле çырнине тĕпчекен ĕçсем юлашки вăхăтра курăнсах каймаççĕ. Çавăнпа та çак кунсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн типографийĕнче филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, педагогика университечĕн преподавателĕ Николай Осипов çырнă «Хальхи чăваш литератури» пичетленсе тухнине хăйне майлă пулăм тесе калама та пулать. Паян эпир сире çак кĕнеке çинчен тĕпленрех каласа парăпăр.