Ҫӗнӗ кӗнеке В.Кервен 05.06.2024

Кăçал вырăс литературин классикĕ Александр Пушкин çуралнăранпа 225 çул çитнине паллă тăватпăр. Чăваш кĕнеке издательстви çак паллă юбилее халалласа Пушкинăн «Асрах асамĕ çав самантăн» ятлă сăвăсен кĕнекине кун çути кăтартрĕ. Унта поэтăн хайлавĕсене икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла пичетленĕ. Куçараканĕ тата пухса хатерлекенĕ – Василий Кошкин-Кервен поэт, прозаик. Асăннă изданипе 7 сехет те 43 минутра пуçланакан «Çĕнĕ кĕнеке» кăларăмра паллаштарăпăр.