Килте пĕçерер-ха 23.12.2017
ПрограммыÇĕнĕ Çула халалланă «Килте пĕçерер-ха» кăларăма Çитес 2018-мĕш çулхи — сарă йытă çулталăкне кĕтсе илнĕ чухне уяв сĕтелĕ çине мĕн лартмалли пирки калаçăпăр. Пиртен кăсăклă канашсем пулĕç. Сарă йытта юрас тесен, вăл пирĕн кил-çурта, пурнăçа çулталăк тăршшĕпех ăнăçупа телей илсе килтĕр тесен мĕн лартмалла-ши уяв сĕтелĕ çине, мĕнпе сăйланмалла; Çак вăрттăнлăхсене уçса парăпăр. Пире 12 сехет те 32 минутра итлĕр.