Килте пĕçерер-ха 20.05.2017

Гарнир — тĕп апатсем çумне хушса памалли çимĕç. Вĕсем тĕп апата пуянлатаççĕ, унăн тутлăхне ỹстереççĕ, сăнне илемлетеççĕ. Çавна пула гарнирпа илемлетсе панă апат илĕртет, ăна часрах çиес килет. Паллах, кун пек апата организм та лайăх ирĕлтерет. «Килте пĕçерер-ха» кăларăмра Оксана Верликовăпа Надежда Степанова тĕрлĕ апат-çимĕçе мĕнлерех гарнирпа памаллипе паллаштарĕç.