Килте пĕçерер-ха 17.06.2017

Шкул ачисен тахçантанпах кĕтнĕ чи вăрăм çуллахи каникул пуçланнă. Çавна май, вĕсем ытларах пушă вăхăтне урамра, уçă сывлăшра ирттереççĕ: чупаççĕ, выляççĕ. Активлă пулнă чухне пĕтекен килокалорисене тултарма усăллă та çав вăхăтрах паха, тутлă апат-çимĕçпе тивĕçтермелле ỹсекен организăма. Паянхи «Килте пĕçерер-ха» кăларăмра Оксана Верликовăпа Надежда Степанова корреспондентсем ача организмĕшĕн усăллă апат рецепчĕсемпе паллаштарĕç.