Килте пĕçерер-ха 08.04.2017
ПрограммыРесторансемпе кафесенче апат тутине лайăхлатас тĕллевпе тĕрлĕ соус хушса параççĕ. Соуссем апатсене лайăх тутăпа шăршă, илемлĕ тĕс параççĕ, унăн тутăлăхне ỹстереççĕ. Çавăнпа та апат пĕçерекенĕн хăш апата мĕнле соуспа памаллине лайăх пĕлмелле. Паянхи кăларăмра соуссене килте те ресторантинчен кая мар хатĕрлеме вĕрентĕпĕр.