Килте пĕçерер-ха 06.05.2017

Темиçе пин çул хушши ĕнтĕ пыл çыншăн пылак апат та, эмель те. Вăл ытти çимĕçсенчен тутипе, усăллăхĕпе уйралса тăрать. Пыл хайĕн минерал составĕпе çын юнĕпе танлашать. Вăл вăй паракан çăл куç. Пылтан хатĕрленĕ апат-çимĕç сывлăхшăн сиплине пурте лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа та паянхи кăларăмра «Пыл яшки» хатĕрлеме вĕрентĕпĕр.