Килте пĕçерер-ха 03.06.2017
ПрограммыКăнтăрлахи апат рационĕнче яшка пысăк вырăн йышăнать. Диетологсем çыннăн кунне пĕрре вĕри яшка çимеллех теççĕ. Вăл организăма кирлĕ микро элементсемпе пуянлатма, вар хырăма лайăх ĕçлеттерме, тутă тăма пулăшать, сивĕ çанталăкра вара, организăма ăшăнма та май парать. Яшкасем те тĕрлĕрен пулаççĕ: пахча-çимĕçрен пĕçернисем, какайран, пулăран хатĕрленисем, нимĕр евĕр, сивĕ е пылак яшкасем. Кашнин хăйĕн усăллăхĕ. Паянхи кăларăмра эпир тутлă та сĕтеклĕ, тутă тытакан яшка рецепчĕсемпе паллаштарăпăр.