Журналистсем ентешсем 17.05.2017
ПрограммыТĕне ĕненекенсемпе тин çеç Турă çулĕ çине тăракансем валли хатĕрленĕ журнал Чăваш Енре «Ырă хыпар» («Благая весть») ятлă. Журнал полиграфи енчен çỹллĕ шайра, пуян содержаниллĕ. Унта епархисенчен хатĕрленĕ хыпарсемпе, публицистика материалĕсемпе, священниксен сĕнĕвĕсемпе паллашма пулать. Шухăшлă, чуна хумхантаракан материалсем те сахал мар. Унăн тĕп редакторĕпе Вера Савельева журналистпа калаçатпăр.