Журналистсем ентешсем 01.02.2017

Республикăра тухса тăракан «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат кăçал 20 çул тултарчĕ. Паян хаçат халăха информаципе кăна тивĕçтермест, вулаканшăн вăл çывăх тус-юлташ та. Унран пулăшу та, сĕнỹ-канаш та ыйтаççĕ. Ирина Паргева корреспондент хаçатăн тĕп редакторĕпе Маргарита Ильинапа тата унта ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ.