Халăх ăс - хакăлĕ 20.02.2023

Кăçал çĕршывра Вĕрентекенпе наставник çулталăкĕ, Чăваш енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулнине шута илсе, Чăваш радио Республикăри çамрăксемпе ачасен библиотекипе пĕрле Геннадий Волков академик кĕнекисем тăрăх хатĕрленĕ «Халăх ăс-хакăлĕ» ярăм пуçласа ярать. Паян 7 сехет те 49 минутра пĕрремĕш кăларăмĕ эфира тухать.