ЭСИР ЮРАТНĂ ЮРĂ-КĔВĔ 21.11.2020

Ноябрĕн 21 — мĕшĕнче 10 сехет те 38 минутра «Эсир юратнă юрă-кĕвĕ» кăларăмра Раççей çыравçисен тата Чăваш Республикин композиторсен ассоциацийĕн, Хĕрлĕ Чутай районĕн Шупашкарти ентешлĕхĕн пайташĕ, Петĕр Ялкир ячĕллĕ преми лауреачĕ - Зоя Леонидовна Алексеева — Сывлăмпи пултарулăх çулĕ çинчен каласа парать.