Чăваш тĕнчи 31.03.2017

Патăръел районĕнчи Кĕçĕн Чемень ялĕнче нумай ачаллă çемйере çуралса ỹснĕ Максим Кочетков ачаранах купăс калама юратнă. Халĕ 75 çултан иртнĕ пулин те Шупашкарти «Салют» культура керменне çỹрет. Паллах, купăсне хăйĕнчен хăвармасть. Илемлĕ кĕвĕсемпе халăха савăнтарать.