Чăваш тĕнчи 30.12.2016

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ, Халăхсен туслăхĕ орденлĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн халиччен хăйĕн çурчĕ пулман. Пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçса çỹреме тивнĕ коллектива. Нумаях пулмасть Министрсен Кабинечĕн тата юстици министерствин хушăвĕсемпе килĕшỹллĕн, çамрăксен театрне „Çеçпĕл“ кинотеатр пулнă çурта панă.