Чăваш тĕнчи 30.06.2017

«Кĕнеке — чи хаклă парне» - тенĕ ĕлĕкрен. Хальхи вăхăтра та вăл хăйĕн хакне çухатман. Интернет, тĕрлĕ çыхăну хатĕрĕсем, компьютер системи аталанса пынă тапхăрта та, малашне те кĕнеке, хальхилле каласан, модăран тухмĕ. Ахальтен мар вăл çын пурнăçĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Ĕмĕрсем хушши пухăнса пынă ăса упракан вăл. Çапла шутлать Чăваш кĕнеке издательствин генеральнăй директорĕ Валерий Комиссаров.