Чăваш тĕнчи 29.12.2017

Чăваш радио передачисене халăх юратса итленине пĕлетпĕр эпир, ун çинчен пирĕн пата шăнкăравласа пĕлтереççĕ, тĕлпулусенче калаççĕ. Усăллă та илемлĕ передачăсемшĕн тав тăваççĕ.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе хамăн передачăсен геройĕсемпе эпир хальхинче Радио çуртĕнче тĕл пултăмăр. Вĕсем журналистсен ĕçĕпе паллашрĕç. Паллах, малтан пĕр-пĕрин çинчен ыйтса пĕлчĕç. Радиопа сăна курмастăн-çке-ха, халĕ пĕр-пĕринпе юнашар ларса шăкăл-шăкăл калаçрĕç.