Чăваш тĕнчи 29.09.2017

Ĕлĕкхи юрăсенче халăх пурнăçĕ яр-уççăн курăнать. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашра çуралса ỹснĕ Раиса Сергеева пирĕн пĕр кăларăмра халиччен илтмен юрăпа паллаштарнăччĕ.
Передача эфира тухнă хыççăн шăнкăравсем нумай пулчĕç. Хăшĕсем радио çуртне кĕрсе тухрĕç, юрă сăмахĕсене çырса кайрĕç. Хальхинче вăл тата тепĕр çĕнĕ юрăпа паллаштарчĕ.