Чăваш тĕнчи 27.01.2017

Чăвашăн йăмрисем мĕнле кăна вăрттăнлăх упрамаççĕ пулĕ. Этем вĕсене ăнланма пĕлнĕ пулсан, çĕршер те пиншер шăпа пирки каласа кăтартнă пулĕччĕç вĕсем. Пирĕн штатра тăман корреспондент Вениамин Иванов нумаях пулмасть мана тунсăхлă шăпапа паллаштарчĕ. «Татăлнă ĕмĕт» ку, терĕ вăл.