ЧĂВАШ ТĔНЧИ 25.09.2020

Кăçал Николай Ытарай чăваш писателĕ тата поэчĕ çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Унăн мăшăрĕ Елена Сергеевна ачасем валли çырнă сăввисене пуçтарса кĕнеке пичетлесе кăларнă. Юбилей çулталăкĕнче асăну пултăр, тет. Николай Васильевич Васильев - Ытарай чăваш халăх сăмахлăхне пуçтарнă, çавна май унăн чĕлхи ачасене те, аслисене те çывăх.