Чăваш тĕнчи 24.03.2017

Элĕкре пурăнакан Раиса Давыдова пирки ăна пĕлекенсем «вăл пурнăçне халăха парнеленĕ», теççĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура пулин те вăл яланах çынсемпе пĕрле. Хăйĕн çинчен шутлама вăхăчĕ те çук унăн. Вăл пуçарнипе йĕркеленĕ «Вăйă картине» паянхи кун та астăваççĕ элĕксем те, республикăран пынă хăнасем те.