ЧĂВАШ ТĔНЧИ 24.01.2020
ПрограммыЧăваш кĕнеке издательстви йĕркеленнĕренпе кăçал 100 çул çитет. Çавна май, акционерлă общество пуçлăхĕсем районсене тухса çỹресе вулакансене хăйсен ĕçĕ пирки каласа кăтартма йышăннă. Пĕлтĕр темиçе района çитсе ăшă тĕлпулусем йĕркеленĕ. Пур çĕрте те тин кăна пичетленсе тухнă кĕнекесемпе паллаштарнă, вырăнта çуралса ỹснĕ поэт писательсен пултарулăхне тишкернĕ. Хальхинче çавнашкал тĕлпулу Вăрнарти культура çуртĕнче иртрĕ.